Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк çемьесене валли - çĕнĕ программа

Çамрăк граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме организацилле тата социаллă-экономикăлла условисем тăвас тĕллевпе район пуçлăхĕ А.И.Платонов «Çамрăк çемье 2006-2010 çулсем валли» программăна çирĕплетессипе йышăну тунă. Программăна пурнăçлама мĕн пур çăл кусенчен уйăракан пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ калăпăшĕ – 56503 пин тенкĕ. Çав шутран федераллă бюджетран – 3740 пин, республика бюджетĕнчен – 7513 пин, вырăнти бюджетран – 4850 пин, хăйсен (çамрăк çемьесен) укçинчен (собственные средства)  40400 пин тенкĕ.

Çĕнĕ программăна пурнăçлани пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, 2010 çул тĕлне 18670 тăваткал метра яхăн çурт-йĕр ĕçе яма май парать.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 апреля 2006
00:00
Поделиться