Чĕлĕм туртманнисене – преми
Элĕк район больницинче чирлисен кăна мар, шур халатлă ĕçченсен сывлăхĕшĕн те кĕрешеççĕ.
Коллективлă килĕшÿ условийĕсем тăрăх, пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пыракансене тĕрлĕ енлĕ хавхалантараççĕ. Кăçалтан вара чĕлĕм туртма пăрахакан медицина ĕçченĕсене преми пама пăхнă. Енчен те туртнине асăрхарĕç пулсан, премирен пĕтĕмĕшле хăтараççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета