Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Кондициллĕ вăрлăх – 87 процент

Вăрлăх çителĕклĕ-и, йĕркеллех-и. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи яваплă çынсене çак ыйту паян шухăшлаттармаллах. Вăрлăхăн 87 проценчĕ кăна акма юрăхлă. «Новый путь», «Слава», «Звезда», Свердлов ячĕллĕ, «Волга», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче паха вăрлăх хатĕрлессишĕн çине тăрса ĕçлерĕç. Вĕсенче халĕ акмалли мĕн пур тĕш тырă культурисем кондициллĕ.

«Правда», «Таутово», «Прогресс», «Родина», «Шумшеваши» хуçалăхсенче те вăрлăха ака стандартне çитерессишĕн тăрăшаççĕ.

Вăрлăха улăштарса илес, çĕнĕ сортсем туянас енĕпе те тимлемелле. «Новый путь» хуçалăх нумай çул ÿсекен курăксен элита вăрлăхне 1 тонна, «эльф» элита урпа та илчĕ. «Алмаз» хуçалăх çамрăк репродукциллĕ «элита» урпа туянчĕ.

«Мир», «Мартынкинский» хуçалăхсенче таса вăрлăх пачах та çук, апла пулин те аласа тасатассишĕн тимлемеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 апреля 2006
00:00
Поделиться