Конкурсра çĕнтернĕ
Паян, информаци технологийĕ вăйлă аталаннă вăхăтра, шкул ачи унпа çăмăллăнах усă курма хăнăхса çитмелле, пĕлÿ шайне ÿстермелле. Çавăнпах пуш уйăхĕн вĕçĕнче районта компьютер технологийĕн вăрттăнлăхĕсене алла илнĕ вĕренекенсен ăсталăхне палăртас тĕллевпе конкурс иртрĕ. «Прима-мастер» тĕрĕслеве шкул командисем хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăна Ехремкассинчи вăтам шкулти вĕрененкенсем: А.Терентьева, А.Кожанов, В.Салтыков тивĕçрĕç. Иккĕмĕшĕнче элексем – Е.Корнилов, С.Димитриев, К.Иванова палăрчĕç конкурсра. Виççĕмĕш вырăна Мăн Вылă шкулăн команди тухрĕ. Вĕсен йышĕнче А.Ильина, Н.Иванова, В.Филиппов. Çĕнтерÿçĕсене парнесемпе Хисеп хучĕсем тивĕçрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета