Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Мартра 13 ача çуралнă

Пурнăç шав малаллах каять: пĕрисем çут тĕнчене килеççĕ пулсан, теприсем яланлăхах уйрăлса каяççĕ.

Март уйăхĕнче 13 ача: 7 арçын ача тата 6 хĕр ача çуралнă.

Ашшĕ-амăшĕсем вăтамран 29 çулта пулни палăрчĕ. Ача çуратнă пĕччен амăшĕсем 3 пулчĕç. 2 ачана ашшĕлĕхе илнĕ.

Вилнисен йышĕ 32 çынна çитрĕ, çав шутран 19 арçын тата 13 хĕрарăм. Çын ĕмĕрĕ 69 çулпа танлашрĕ. Уйрăммăн илсен, арçынсем – 64 çул, хĕрарăмсем 77 çул пурăннă.

7 мăшăр пĕрлешнĕ, 3 çемье арканнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 апреля 2006
00:00
Поделиться