Тĕрĕслевре çитменлĕх те тупăнать
Иртнĕ виçĕ уйăхра районти Патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕ хуçалăхсенче 45 тĕрĕслев ирттерчĕ. Палăртнă çитменлĕхсене пĕтерессипе ертÿçĕсене 31 предписани панă.
Тĕрĕслев кăтатрăвĕсем тăрăх 4 материал хатĕрленĕ, çÿлерехри органсенче пăхса тухма тăратнă, 1600 тенкĕлĕх штрафланă.
5 çынна аттестацилленĕ, тракторист-машинист удостоверенийĕсене 13-ĕн илнĕ. Патшалăх регистраци паллисене 48 панă. 67 машинăна учетран кăларнă. Çав шутран 6-шне пăрахăçланипе.
Халĕ техосмотр тапхăрĕ пырать. «Шумшеваши», «Алмаз», «Звезда», хуçалăхсенче техника тĕрĕслевĕ иртрĕ. Шел пулин те çитменлĕхсем те пур.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета