Район пуçлăхĕ – Ярославль облаçĕнче
Чăваш Республикин делегацийĕ Ярославль облаçне ĕçлĕ визитпа виçĕ кунлăха кайнă. Делегаци йышĕнче – ЧР промышленноçпа энергетика министрĕ Ю.П. Волошин, чылай районсемпе хуласен пуçлăхĕсем, çав шутра Элĕк район пуçлăхĕ А.И. Платонов та.
Делегаци халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăхăн хуçалăх ĕçĕ-хĕлне йĕркелекен Департаментра, «Вырăс сăрĕсем» («Русские краски») уçă акционер обществинче тата Некрасово муниципалитет районĕнче пулнă.
Визит вăхăтĕнче Ярославль облаçĕпе Чăваш Республики пĕрле килĕштерсе ĕçлес, регион пахалăх политикине пурнăçламалли çул-йĕрсене, пахалăх менеджментне тытса пымалли структурăна, Некрасово муниципалитет районĕнчи персонала мотивацилес меслетне, ку районти ĕç хучĕсене норматив докуменчĕсене пурнăçланине тишкермелли меслетсене, пахалăх менеджметне пурнăçланă чухне пулакан йăнăшсене тупса палăртас тата вĕсем пирки асăрхаттарас ыйтусене сÿтсе явнă.