Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сыввисем салтак атти тăхăнчĕç

Çуркунне кашнин чунне хавхалану кÿрет, кăмăлне çĕклет. Яш-кĕрĕмĕн, салтак кайма вăхăт çитнисен, çеç кăштах кăмăлĕ пусăрăнать. Ака уйăхĕн пĕрремĕшĕнчен районта çурхи призыв пуçланчĕ. Ку хутĕнче 1979-1988 çулсенче çуралнă 160 яхăн яша районти çар ĕç комиссариатне чĕнтернĕ. Чи малтанах вĕсен сывлăхне тĕп больницăн врач-специалисчĕсем тĕрĕслеççĕ. Каярахпа Канашра çирĕп тĕрĕслев иртет. Ун хыççăн комиссариата чĕнтернĕ 160 яшран 40-ĕшне алла повестка тыттарĕç, сыввисене паллах. Вĕсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче хăйсен тивĕçне пурнăçлĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 апреля 2006
00:00
Поделиться