Тимĕрçкассине савăнăç çитрĕ
Тимĕрçкассинче «Чăваш Республикинчи» халăха 2005-2008 çулсенче таса шывпа тивĕçтересси» программăна пурнăçласа сахал мар ĕç туса ирттерчĕç. Кунти ĕçсене «Строймонтаж» ĕçченĕсем пурнăçларĕç. Вĕсем тăрăшнипе 2,3 çухрăм шыв пăрăхĕсене хывнă, ытти ĕçсене тунă. Нумай пулмасть Тимĕрçкассинчи ялсенче патшалăх комиссийĕ пулчĕ, туса ирттернĕ ĕçсене хак пачĕ.
Таса шыв кĕртессипе ĕçсем малалла та пыраççĕ. Тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн апрель çурринче Çулавăç тата Çирĕкасси ялĕсенчи килсен шыв пама пуçламалла. Кăçал ку енĕпе районта ĕçсем анлă сарăлчĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета