Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тирпей-илем кĕртмелле

Район пуçлăхĕ А. Платонов тунти кун черетлĕ планерка ирттернĕ. Ял хуçалăх пайĕн начальникĕ А. Прохоров сăвăм тата аш-какай туса илесси ÿснине пĕлтернĕ. Çунтармалли – сĕрмелли материалсем 42 процент пур хуçалăхсенче.

Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Николаев пĕлтернĕ тăрăх, райцентрта кашни эрне кун тирпей-илем кĕртессипе ĕçлеççĕ. Территорине тасатма организацисемпе предприятисен ĕçченĕсем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

Çĕрсене инвентаризацилесси, ялсене таса шыв кĕртесси, çăмăллăхлă кредит парасси - çаксем тĕп ыйтусем пулса тăнă планеркăра. Автоçулсене юсасси пирки те калаçнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 апреля 2006
00:00
Поделиться