Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вун саккăра çитмен хĕр качча тухнă

 Кăçалхи виçĕ уйăхра 40 ача çуралнă (2005 çулта -47). Çав шутран 21 хĕр ача тата 19 арçын ача. Тулли мар çемьесенче – 4 ача, 1 çемьере йĕкĕрешсем кун çути курнă.

Вилни çинчен 100 свидетельство панă. Пĕлтерхипе танлаштарсан, 17 çын сахалтарах вилнĕ. Пĕтĕмпе 54 арçын тата 46 хĕрарăм пурнăçĕ татăлнă.

Пĕлтĕр çак тапхăрта 28 мăшăр пĕрлешнĕ пулсан, кăçал – 23. Пĕр хĕр 18 çула çитичченех качча тухнă. 7 мăшăр уйрăлнă (2005 çулта -7). Çав шутран 5-шĕ судпа уйрăлнă, 2-шĕ – хăйсем килĕшнипе.

5 арçын ачана хăй çине илнĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 апреля 2006
00:00
Поделиться