Япăх мар кăтартусемпе таврăннă
Çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта шкул ачисем хушшинче саккăрмĕш спартакиада шучĕпе шашкăлла выляссипе ЧР Президенчĕн кубокне çĕнсе илессишĕн республикăри финал ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти шкул командисем те хутшăннă. Вĕсен шутĕнче: Ураскильтри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 7 класра вĕренекенсем Андрейпа Артем Ксенофонтовсем, Мăн Вылăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 3-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекен Сергей Никандровпа Валентина Ивановна, Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти 11-мĕш класра вĕренекен Алена Кириллова. Çамрăк спортсменсем Чăваш Республикинчи 16 вăйлă команда хушшинче 6-мĕш вырăн йышăннă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета