Йывăçсем лартрĕç
Апрелĕн 29-мĕшĕнче районта Йывăç кунне ирттерчĕç. Çав кун çĕнĕрен йывăç-тĕм лартрĕç. Район администрацийĕн ĕçченĕсем ку ĕçре активлăхпа палăрчĕç. Вĕсем Элĕк салинчи Октябрь урамĕнче 80 йывăç лартса хăварчĕç.
Элĕкри культура керменĕн территорийĕнче çамрăк мăшăрсен аллейине хыврĕç. Çĕнĕ çемье чăмăртакансем лартнă хунавсем район центрне илем курĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета