Нумай ачаллисене чысларĕç
Мăн Вылă ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесене чаплă лару-тăрура чысларĕç. Людмилăпа Олег Степановсем тата Альбинăпа Геннадий Ивановсем хутшăнчĕç уяв мероприятине. Çакна палăртмалла: Степановсем пилĕк ача, Ивановсем тăватă ача пăхса çитĕнтереççĕ. Çемьесем пирки ăшă сăмахсем кăна пулчĕç. Вĕсене Мăн Вылă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Лаврентьева, ЗАГС пайĕн начальникĕ М. Николаева, социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г. Григорьева саламларĕç, парнесем пачĕç. Степановсем çемье чăмăртанăранпа кăçал 20 çул, Ивановсен 15 çул çитет.
Мероприяти вĕçленсен икĕ çемье хăйсен ачисен ячĕпе йывăçсем лартрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета