«Шевле» кăтартать
Ачасене мĕн пĕчĕкрен ырă кăмăл-сипет, пуян ăс-хакăл парса ÿстерес тĕлĕшпе шкулсен нумай ĕçлемелле, çак ĕçе уроксенче кăна мар, тĕрлĕ кружоксенче те анлăн туса пымалла. Вутлан шкулĕнче ал ĕç кружокĕ уйрăмах лайăх енĕпе палăрса тăрать, ăна кăçалхи вĕренÿ çулĕнче Зоя Владимировна Николаева ертсе пычĕ. Ăста çыннăн ĕçĕ те курăмлă, хитре, сумлă та усăллă. Кĕске хушăрах ачасем кружокра çыхса, тĕрлесе тата ытти майпа пысăк курав йĕркелемелĕх япаласем ăсталарĕç, вĕсене малтан ялти культура çуртĕнче, хыççăн районта кăтартрĕç. Халĕ ку куравпа республикăра пурăнакансем паллашма пултараççĕ. Чăваш телевиденийĕн ĕçченĕсем иртнĕ юн кун шкулта «Шевле» валли черетлĕ передача ÿкерчĕç, ку кăларăм çитес эрнесенче эфира тухмалла. Çак передачăрах çамрăк баянистсем тата юрă-ташă ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштараççĕ. Ку ачасем вырăнти искусство шкулĕнче Юрий Геннадьевич Пантелеймонов учитель пулăшнипе илемлĕх тенчине пĕрремĕш хăюллă утăмсем тăваççĕ.