Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уй-хир ĕç шавĕпе тулчĕ

«Прогресс» хуçалăх уй-хирĕсем хĕрÿ ĕç шавĕпе тулчĕç. Кĕр калчисене минераллă удобренипе Нил Григорьев тата Евгений Титов агрегачĕсем апатлантарчĕç.

Çуртрисене хăвăрт, лайăх пахалăхпа акса хăварма тĕллев лартрăмăр. Çавна май пысăк лаптăксем çинче БДТ агрегатпа культиваци тумалла. Ку яваплăха Виталий Ильин механизатор хай çине илчĕ.

Валерий Тимофеев, Евгений Игнатьев механизаторсем çине те пысăк шанăç. Опытлă механизаторсем техникăна лайăх юсарĕç. Ака-сухара кал-кал ĕçлеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 мая 2006
00:00
Поделиться