Слетра хаклă парнене тивĕçнĕ
К. Иванов ячĕллĕ Чяăваш патшалăх академи драма театрĕнче республикăри ĕç династийĕсен тăваттăмĕш слечĕ иртнĕ. Унта пирĕн районтан Элĕкри Константиновсен çемйи хутшăннă. Çак йăхри Любовь Константинова культура ĕçĕнче 37 çул. Вăл тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ: икĕ ывăлĕ культура тытăмĕнче ĕçленĕ, хĕрĕ вара халĕ Элĕкри культура керменĕ çумĕнчи «Грация» ятлă ансамблĕн балетмейстерĕнче вăй хурать.
Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н. Суслонова вĕсене Чăваш Ен Президенчĕ ячĕпе ăшшăн саламланă, Н. Федоров алă пуснă тав хучĕпе хаклă парне - тĕслĕ телевизор парнеленĕ.
Слетра республикăри районсенчи чи лайăх 35 финалист пулнă.