Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Строительство ĕçĕсем пыраççĕ

 

Чăваш Республикин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ М.Ю. Толстов Элĕк районĕнче пулнă май Юнтапари çĕнĕ шкула тăвассипе ĕçсем мĕнле пынипе интересленнчĕ. Вăл район пуçлăхĕпе А. Платоновпа тата строительствăпа архитектура, коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕпе А. Куликовпа асăннă шкулта пулчĕ, планерка ирттерчĕ.

Хальхи вăхăтра кунта электромонтаж, сантехника ĕçĕсем пыраççĕ. Çĕнĕ шкула валли хальхи йышши хăш-пĕр сĕтел-пукан илнĕ те ĕнтĕ. Министр çумĕ М. Толстов çитменлĕхĕсене асăрхаттарчĕ. Вăл каланă тăрăх, шкул тума бюджетра мĕн чухлĕ сумма палăртса хăварнине пĕтĕмпех парĕç. Умри задача - июль вĕçне тĕп строительство ĕçĕсене вĕçлемелле.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 мая 2006
00:00
Поделиться