Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшуллисене – стипенди

Пултаруллă вĕренекенсене пулăшас, хавхалантарас тĕллевпе, район пуçлăхĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, наукăпа искусство никĕсĕсене вĕреннĕ çĕрте лайăх кăтартусемпе палăртакансене стипенди памалла тунă. Стипендие 2006 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 2007 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен тÿлеççĕ.

Район пуçлăхĕн А. Платоновăн ят стипендине çак вĕренекенсем тивĕçнĕ: Анастасия Вадимовна Федорова – Ураскилт шкулĕнчи 10 класра вĕренекен; Ольга Юрьевна Львовна – Элĕк шкулĕнчи 10 класра вĕренекен; Елена Владимировна Игнатьева – Элĕк шкулĕнчи 10 класра вĕренекен; Татьяна Геннадьевна Денисова – Юнтапа шкулĕнчи 9 класра вĕренекен; Денис Валерьевич Матвеев – Мăн Ямаш шкулĕнчи 10 класра вĕренекен.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 мая 2006
00:00
Поделиться