Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Туйсем сахал кĕрлеççĕ

Çак кунсенче район администрацийĕн ЗАГС пайĕ апрель уйăхĕнчи кăтартусене пĕтĕмлетнĕ. Çакă паллă: иртнĕ уйăхра районта 16 ача кун çути курнă. 2005 çулхи апрельте вара 18 ача çут тĕнчене килнĕ. Шел пулин те вилекенсем çуралакансенчен нумайрах: пĕр уйăхра 44 çын яланлăха куç хупнă.

Çĕнĕрен çемье çавăракансем те сахал. Пурĕ 8 туй çеç кĕрленĕ. Çав вăхăтрах икĕ çемье арканнă.

Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть. Çамрăксем те, авă, çемье çавăрма васкамаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 мая 2006
00:00
Поделиться