Уй-хирте ĕç шавĕ
Районти хуçалăхсенче çурхи уй-хир ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Тăпрари нÿрĕке сыхласа хăварасси пур çĕрте те анлă сарăлчĕ. Акма çĕр хатĕрленĕ çĕрте техника тухăçлă ĕçлет. Пурĕ 3050 гектар культиваци тунă.
Çурхи тĕш-тырă культурисене 3495 гектар акнă. Çурхи ĕçсенче «Новый путь» хуçалăх малта пырать. «Звезда», «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче те ирхи культурăсене акассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Акара Калинин ячĕллĕ, «Мартынкинский», «Авангард», «Родина», хуçалăхсем юлса пыраççĕ.
Тымар çимĕçсене акас ĕç пуçланчĕ. Выльăх кăшманĕ «Новый путь» хуçалăхра 21 гектар, «Волга» хуçалăхра 10 гектар акнă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета