Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ветерансене халалланă кĕнеке

Аслă Çĕнтерÿ 61 çул тултарас умĕн Чăваш Республикинче «Астăвăм» кĕнекен тăваттăмĕш томĕн иккĕмĕш пайĕ пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнекене Элĕк районĕнчи 3271 вăрçă участникĕн хушаматне кĕртнĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр паттăрсем çинчен туллин çырса кăтартни пур. Кĕнекере ветерансен сăн ÿкерчĕкĕсене те курма пулать.

«Астăвăм» кĕнеке районти пур культура учрежденийĕсемпе библиотекăсенче те вырăн тупĕ. Ăна вăрçă ветеранĕсем те алла тытĕç. Кĕнеке парне вырăнне пулĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
06 мая 2006
00:00
Поделиться