Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

24 çын, 4 хуçалăх кредит илнĕ

«Агропромышленноçа аталантарасси» приоритетлă наци проектне пурнăçласа, килти хушма хуçалăха тата хресчен-фермер хуçалăхĕсене аталантарма çăмăллăха кредит парассине йĕркелессипе ĕçсем малалла пыраççĕ.

Паянхи куна илсен, харпăр хăй хуçалăхне аталантарма 24 çын 2256 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ. Çакă, кашни хуçалăх пуçне илсен, вăтамран 94 пин тенкĕ  тивет. 4 хресчен-фермер хуçалăхĕ 8262 пин тенкĕ (кашни хуçалăх пуçне 2065 пин тенкĕ) кредит илнĕ. Кредит учрежденийĕсене тата 66 заявка тăратнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2006
00:00
Поделиться