Фестивальте – сăвăçсем
Çамрăксемпе ача-пăча пултарулăхĕн центрĕнче «Çеçпĕл кăвайчĕ-2006» ятпа ача-пăча поэзийĕн фестивалĕ иртнĕ. Унăн тĕллевĕ – чăваш поэзийĕн классикĕн Çеçпĕл Мишшин пултарулăх еткерĕн никĕсĕ çинче ачасемпе çамрăксен социаллă тата ăс-хакăл пуянлăхне ку чухнехи тĕнче, чăваш культури шайĕнче йĕркелесе аталантарасси. Фестивале пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 9 шкулти 17 çула çитмен ачасем хутшăннă.
«Çеçпĕл кăвайчĕ-2006» фестиваль 9 номинаципе иртнĕ. «Чăваш юррине пуринчен лайăхрах шăрантаракан» тата «Чи ăста сăвă хайлакан» номинацисенче Юнтапа шкулĕнче вĕренекен Александра Нестеровăна çитекенни пулман. Мăн Ямаш шкулĕнчи 3-мĕш класра вĕренекен Александр Фролов «Çеçпĕл Мишши сăввисене чи лайăх вулакан» номинацире 1-мĕш вырăн йышăннă. Чи пултаруллă сăвăçсемпе сăвă калакансем республикăри фестивале хутшăнаççĕ.