Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхсен уй-хирĕсенче

Районта «Новый путь», «Рассвет», «Волга», «Озерная», «Звезда», «Устье», «Гвардеец», Ульянов ячĕллĕ, «Родник» хуçалăхсем тырă акса пĕтернĕ. Ку ĕçре «Мир», «Альянс», Калинин ячĕллĕ, «Родина», «Авангард» хуçалăхсем юлса пыраççĕ.

Выльăх кăшманĕ «Новый путь» хуçалăхра 40 гектар, «Звезда» хуçалăхра – 20, «Волга» хуçалăхра – 10, «Прогресс» хуçалăхра 5 гектар акнă. Районĕпе ку ĕçе 75 гектар пурнăçланă.

Çĕр улми 130 гектар лартнă. Çак ĕç хресчен-фермер хуçалăхĕсенче анлă сарăлнă. Г. Исаев хуçалăхĕнче 50 гектар, В. Журавлев хуçалăхĕнче – 45, «Возрождение» - 20, «Колос» хуçалăх 15 гектар çĕр улми лартнă.

 

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
12 мая 2006
00:00
Поделиться