Çемье уявĕнче
Районти культура çуртĕнче Çемье кунне халалланă уяв пулчĕ. Унта пурĕ 10 çемье хутшăннă. Вĕсен йышĕнче Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи Альбинăпа Геннадий Ивановсем, Олегпа Людмила Степановсем, Ларисăпа Владимир Асановсем, Тавăтри Наталипе Юрий Герасимовсем, Тенири Надеждăпа Пĕтр Мурзаковсем, Чăваш Сурăмĕнчи Алинăпа Федор Орловсем, Шĕмшешри Иринăпа Федор Белецкисем, Юнтапари Тамарăпа Владислав Герасимовсем, Урпаш ял тăрăхĕнчи Земфира Алексеева пулчĕç. Кашни çемье вĕсен телейĕ мĕнре пулнине хуравларĕç.
Çемье уявне район пуçлăхĕн çумĕ В.В. Архипова хутшăнчĕ, ăшă сăмах каларĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета