Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Футбол вăййине вылярĕç

Спорт ачана пиçĕхме май парать. Нумаях пулмасть  районта çамрăк футболистсен «Сăран мечĕк» турнирĕ иртрĕ. Аслă тата кĕçĕн ушкăнсене пайланса  вылярĕç шкулта тĕрлĕ классенче вĕренекенсем. Пурĕ 11 команда вăй виçрĕ ăмăртура. Икĕ ушкăнра та Элĕкри вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Аслă ушкăнра иккĕмĕш вырăна Тавăт шкулĕ, виççĕмĕшĕнче Мăн Вылă шкулĕ йышĕнчĕ. Кĕçĕн ушкăнри çамрăк футболистсем те ăслăлăхпа палăрчĕç: Мăн Вылă шкулĕнче вĕренекенсем – иккĕмĕш, ехремкассисем виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç. Çĕнтерÿçĕ – командăсене мечĕксем парнеленĕ.

Элĕк шкулĕн икĕ команди те зонăри ăмăртура палăрнă. Аслă ушкăн пĕрремĕш вырăна, кĕçĕн ушкăн иккĕмĕшне йышăннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 мая 2006
00:00
Поделиться