Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Гимн авторĕ ячĕпе - аллея

Илья Семенович Тукташ Элĕк районĕнчи Мăн Тукташ ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вăл прозăра палăрнă. Сăвăсемпе пĕрлех очерксем, калавсем, повеçсем çырнă. Унăн кĕнекисем те сахал мар. Халăхăн сăмах пултарулăхне те тĕпченĕ вăл. Халăхăн сăмах пултарулăхне те тĕпченĕ вăл. Çитес çул Чăваш Республикин Гимн авторĕ И.С. Тукташ çуралнăранпа 100 çул çитет. Çав ятпа иртнĕ эрнере Мăн Тукташ ялĕнче, И.С. Тукташ çурт-музейĕн территорийĕнче, аллея хыврĕç. Район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Г.Соколов, Ураскилт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Э. Козлов, И. Тукташăн тăванĕсем, музей ĕçченĕсем, ял çыннисем, шкул ачисем йывăçсем лартрĕç. Юбилей тĕлне çĕр тĕм лартса хăварчĕç вĕсем.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
17 мая 2006
00:00
Поделиться