Хресчен-фермер хуçалăхĕсем - çирĕм пиллĕк
Халĕ пурнăç çĕнĕлле ĕçлеме хистет. Çавна май хăш-пĕрисем хăйсем тĕллĕн ĕçлеме кăмăл тăваççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа кăна районта хресчен-фермер хуçалăхĕсене 25 йĕркеленĕ. Апрель уйăхĕнче вĕсене 19 туса хунă. Май уйăхĕнче 4-шне йĕркелени çинчен йышăну кăларнă.
Çакна палăртмалла: 25 хресчен-фермер хуçалăхĕнчен 19-шне Шĕмшеш ял тăрăхĕнче туса хунă. Кусем – «Ямаш» хуçалăх çĕрĕ çинче пай çĕрĕн шучĕпе йĕркеленĕскерсем. 1 хуçалăх Мăн Вылă ял тăрăхĕнче «Самолет» предприяти çĕрĕ çинче, 3-шĕ Ехремкасси ял тăрăхĕнче «Правда» тата «Волга» хуçалăхсен çĕрĕсем çинче, 2-шĕ Юнтапа ял тăрăхĕнче Калинин ячĕллĕ тата «Слава» хуçалăхсен çĕрĕсем çинче йĕркеленнĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета