Лидерсем тĕл пулнă
Эпир пĕр-пĕрне хĕрхенме, йывăр вăхăтра пулăшма пĕлетпĕр-и. Ăнлантапăр-и. Çак ыйтусем тавра иртрĕ те Тавăтри вăтам шкулта ачасемпе çамрăксен пĕрлĕхĕсене лидерсем хушшинче «çавра сĕтел». Вĕренекенсемпе Ураскилт чиркĕвĕнчи Александр атте курнăçрĕ, илемлĕх, ыр кăмăллăх, чун тасалăхĕ пирки калаçрĕ вăл ачасемпе. Мероприятин иккĕмĕш пайĕнче лидерсем «Мĕн вăл юрату». ыйту çине хурав тупма тăрăшрĕç. Кашни вĕренекенех хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ.
Юлашкинчен пухăннисем пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва, туслăха упраса хăварассипе, чунсăрлăха пĕтерессипе епле ĕçлемеллине палăртса анкета ыйтăвĕсем çине хуравларĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета