Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çурт-йĕр тăвакана – пулăшу

Пурнăç йывăр тетпĕр пулин те ялсенче çурт-йĕр çавăракансем пур-ха. Строительство материалĕсен хакĕсем пысăккине те пăхмаççĕ, çĕнĕрен пÿрт çĕклеççĕ е ытти хуралтăсем тăваççĕ.

Çак кунсенче район пуçлăхĕ А. Платонов яллă вырăнта пÿрт тăвакан 4 çемьене каялла памалла мар субсиди çинчен калакан свидетельствăна панă. Пĕтĕмĕшле сумма – 947,137 пин тенкĕ. Ку, паллах, çемьесемшĕн патшалăх енчен пысăк пулăшу.

Кăçалхи çул каялла тавăрса памалла мар субсидие пурĕ 1649,4 пин тенкĕ пама пăхнă. Халĕ çемьесем  документсем хатĕрлеççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 мая 2006
00:00
Поделиться