Фестивале 12 шкултан хутшăнчĕç
Шкулсенче ачасен пĕрлешĕвĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене аталанма, пурнăçпа тан утма пулăшаççĕ-и вĕсем. Çак ыйтусен хуравне тупас тата шкул ачисене хавхалантарас, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парас тĕллевпе иртнĕ кунсенче районта шкулсенчи пĕрлешÿсен улттăмĕш фестивалĕ иртрĕ. Унта районти вĕрентÿпе çамрăксен политики, физкультурăпа спорт пайĕ 12 шкулти пĕрлешÿн 200-е яхăн ачисене чĕннĕ. Фестивальте вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне пур енлĕн кăтартĕç. Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче вара Элĕкри, Вырăс Сурăмĕнчи, Мăн Вылăри шкулсен пĕрлешĕвĕсем. Çак кунсенче Улатăр хулинче Элĕкри шкул ачисем район чысне хÿтĕлерĕç.
З. Васильева
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета