Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхсен уй-хирĕсенче

Çурхи тĕш-тырă культурисене акасси юлашки гектарсем çине куçрĕ. Пурĕ 8005 гектар акнă.

Калинин ячĕллĕ, «Токташи», «Авангард», Свердлов ячĕллĕ, «Пучах», «Мир» хуçалăхсенче çурхи ĕçсем вăраха кайрĕç.

Выльăх кăшманĕ 134 гектар акнă. Çак ĕçе 10 хуçалăхра пурнăçланă.

Çĕр улми 410 гектар лартнă. Ку енĕпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче ĕçсем уйрăмах ăнăçлă пыраççĕ.

«Новый путь» хуçалăхра калчасене пăхса ÿстерес ĕç пуçланчĕ. Тĕш-тырă калчисен лаптăкĕсене гербицидсем сапассипе вăй хураççĕ.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
20 мая 2006
00:00
Поделиться