Музейран халăх татăлмасть
Элĕкри литературăпа краеведени халăх музейĕ уçăлнăранпа 11 çул çитрĕ. Вăл район çыннисемшĕн культура центрĕ пулса тăни савăнтарать. Халăх татăлмасть кунтан, экспонатсемпе, куравсемпе, студентсемпе интересленсе паллашаççĕ.
Шкул ачисен пурнăçĕнче музей пĕлтерĕшĕ ÿсни палăрать. Пирĕн патăрта уроксем те иртеççĕ. Чăваш чĕлхи кунĕнче кăна музейра 300 вĕренекен пулчĕ. Çулталăк пуçланнăранпа вара 1000 çынна яхăн çитсе курчĕç.
Музей кунĕнче курма пынисене тÿллевсĕр йышăнтăмăр. «Пĕчĕк çеç путене» фестивале килнисем те пирĕн патăрта пулчĕç.
Ÿсĕмсем пурри кăмăла çĕклет. Музейсем хушшинче ирттернĕ кăçалхи республикăри конкурсра виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета