Театр студийĕ - çĕнтерÿçĕ
«Эпир – пултаруллă талантсем!». Çакăн пек ятпа иртнĕ ачасемпе çамрăксен театр ăсталăхĕн республикăри фестивалĕ. Çак кунсенче Шупашкарти пуканесен театрĕнче унăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Çакна палăртма кăмăллă: фестивале хутшăнса Элĕкри культурăпа кану центрĕнчи халăх театрĕн ача-пăча театр студийĕ 1 степеньлĕ диплома çĕнсе илме пултарнă. Ачасем унта «Çулталăк çаврăмĕ» фольклорпа этнографи спектакльне кăтартнă. Ушкăн режиссерĕ – Л.В. Филиппова.
«Чи лайăх пьеса» номинацире Л.М. Константиновăпа Л.В. Филипповăна ятарлă дипломпа чысланă. Иккĕшĕ вĕсем «Çулталăк çаврăмĕ» спектакле çырнă пулнă. Ку постановкăра чăвашсен çулталăкри уявĕсене кăтартса панă.