Ăсталăха кăтартса панă
Хальхи вăхăтра тĕрлĕ конкурсем час-часах пулаççĕ. Республикăри социаллă хÿтлĕх ĕçченĕсем «Профессипе чи лайăххи» конкурса Хĕрлĕ Чутай районне пуçтарăннă. Унта Элĕк чысне Вырăс Сурăм салинчи Ветерансен çуртĕнче ĕçлекен Э. Борисова хÿтĕленĕ. Ватăсемпе ĕçлеме пĕлни ăсталăхне кăтартса панă, ал ĕçĕнче, апат-çимĕç пĕçерессинче палăрнă зонăри конкурса хутшăнакан. Юрă-ташăпа та конкурс иртнĕ. Э. Борисова Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин дипломне тивĕçнĕ. Çавăн пекех ăна хаклă парне панă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета