Амăшĕсене – пособи
«Ача пур граждансене патшалăх пособийĕ çинчен» ЧР сакунне пурнăçласа районти социаллă хÿтлĕх пайĕ кăçалхи май уйăхĕнче йывăр çын пулнă тата ача çуратнă 5 хĕрарăма 4438,3 тенкĕ пособи панă. Çулталăк çурăна çитичченхи ачана пăхакан 76 амăшне 40112,3 тенкĕ тÿленĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа йывăр çын пулнă тата ача çуратнă 30 хĕрарăма пурĕ 374300 тенкĕ пособи панă.
Ачасене пăхса ÿстерме укçа-тенкĕ уйăрса пани – амăшĕсемшĕн пысăк пулăшу
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета