Хунавсем чĕрĕлеççĕ
Йывăç лартасси, сад, аллея ÿстересси, тăван тавралăха упрасси – пархатарлă ĕç. Ку тĕлĕшпе Юнтапа ял тăрăхĕнче сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Кăçал кăна çуркуннехи вăхăтра хамăр пурăнакан вырăнсенче 3970 тĕм йывăç лартса хăвартăмăр. Хунавсем чĕрĕлме пуçларĕç ĕнтĕ. Çавăн пекех «Аслă Çĕнтерÿ - 60 çул», Чечен вăрçинче пуçне хунă А.Н. Иванов ячĕпе йĕркеленĕ парксене те çĕнĕ хунавсемпе пуянлатрăмăр. Çак хĕрÿ ĕçре шкул ачисем уйрăмах тăрăшуллăх кăтартрĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета