Лайăх кăтартусемпе палăрнă
Шкул ачи çул-йĕр правилисене пĕлет; Всене куллен пăхăнать; Çак ыйтусен хуравне тупас тата асăннă йĕркесемпе вĕрененкенĕн пĕлĕвне ÿстерме пулăшас тĕллевпе районта çулсеренех «Хăрушсăрлăх урапи» ятпа ăмăрту иртет. Кăçал Элĕк шкулĕ мала тухнăччĕ. Вĕсем иртнĕ эрнере район чысне Шупашкарта хÿтĕлерĕç. 26 команда хушшинче Г. Трофимов ертсе пыракан ушкăн пиллĕкмĕш вырăна тивĕçрĕ. Çиччĕмĕш класра пĕлÿ илекен Е. Николаев, П. Павлов, Т. Николаева, К. Михайлова йытусем çине тĕрĕс хуравлама пултарчĕç.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета