Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пысăк лаптăк çинче ÿстересшĕн

Районти хуçалăхсенче çĕр улми лартассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Майăн 23-мĕшĕ тĕлне ку ĕçе 430 гектар пурнăçланă.

Хресчен-фермер хуçалăхĕсем «иккĕмĕш çăкăра» пысăк лаптăксенче туса илме палăртнă. В. Журавлев хуçалăхĕнче çĕр улми 150 гектар, Г. Исаев хуçалăхĕнче – 140, В. Иванов хуçалăхĕнче 100 гектара яхăн лартнă.

«Звезда» хуçалăх ĕçченĕсем те ырă  ĕмĕтпе вăй хураççĕ. Çĕр улмие 95 гектар çинче ÿстересшĕн.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
24 мая 2006
00:00
Поделиться