Тав çырăвĕпе таврăннă
Сĕнтĕрвăрри райоĕнчи «Шурă чулсем» суллахи сиплев лагерĕнче нумай ачаллă çемьесен республикăри слечĕ иртнĕ. Унта пирĕн районти Ефремовсен çемйи те хутшăннă. Ураскилтре пурăнакан çак çемьере 5 ача – 3 арçын ачапа 2 хĕр ача ÿсет. Республикăри слĕтра нумай ачаллă çемьесем валли «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Н.В. Суслонова сăмах каланă.
Ефремовсен ачисем спорт ăмăртăвĕсене хастар хутшăннă. Çемье çавăн пекех концерт программинче те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă. Ефремовсен çемйине тав çырăвĕпе тата хаклă парнепе чысланă.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета