Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Виръял шевлисем»

 

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Элĕк районĕнче чăваш эстрада юррисен регионсен хушшинчи «Виръял шевлисем» XI фестивалĕ иртет. Фестивале Чăваш Енри тата Тутарстан Республикинчи юрăçсем хутшăнаççĕ.

1997 çулта йĕркеленĕ фестиваль çулран-çул аталанса пырса хăйĕн сумне самай ÿстернĕ. Унта хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿсет, географийĕ те анлăланать. Фестиваль йĕркеленнĕренпе 2300 юрăç хăйĕн талантне  кăтартнă.

Хутшăнма кăмăл тăвакансен икĕ юрă юрламалла. Вĕсене тĕрлĕ номинацире хаклĕç: чи лайăх солист, лайăх аранжировщик, халăх музыкине лайăх илемлетни, чăваш эстради юррине чи лайăх илемлетни, чăваш эстради юррине чи лайăх шăрантаракан çамрăк юрăç, хăйне евĕрлĕ костюм...

«Виръял шевлисем» фестиваль çамрăк юрăçсен пултарулăхне уçма, тĕрĕс суйласа илме пулăшать.

 



"Хыпар"
25 мая 2006
00:00
Поделиться