Ачасем лагерьте канма пултарĕç
Ачасемшен каникул пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Паллах, кашниех тĕрлĕрен ирттерет пушă вăхăта. Çавах та лагерьте каннине нимĕн те çитмест пулĕ.
Нумаях пулмасть шкул çумĕнчи лагерьсене ятарлă комисси тĕрĕсленĕ. Вĕсем районти 16 шкулта пулнă. Пÿлĕмсем юсавлă-и; Оборудованисем çителĕклĕ; Çаксене йăлтах пăхса тухнă. Шкул çумĕнчи пур лагерь те ачасене йышăнма пултарнине пĕлтернĕ комиссии членĕсем.
Пĕрремĕш сменăра 501 ача канĕ. Шкул çумĕнчи лагерьсем июнĕн 5-мĕшĕнчен ĕçлеме пуçлаççĕ.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета