Пĕр-пĕрне килештерни – телей
Çак кунсенче Ярхуньушкăнь культура çуртне пĕр-пĕрне нумай çул килĕштерсе пурăнакан çемьесем пуçтарăнчĕç. Акă, Сурăмварринчи Виталий тата Надежда Филипповсем кăçал «ылтăн туй» паллă тума ĕмĕтленеççĕ. Надежда Васильевна райбольницăра санитаркăра, мăшăрĕ тăван хуçалăхра водительте ĕçленĕ. Вĕсем алă çул каялла пĕрлешнĕ. Иккĕшне те халĕ ачисем савăнтараççĕ. «Çемье телейĕ чăтăмлăхра», - теççĕ вĕсем.
Зойăпа Гурий Егоровсем пĕр çемьене чăмăртаннăранпа 35 çул çитнĕ. Вĕсем тăватă ача пăхса çитĕнтернĕ.
Ярхуньушкăнь ялĕнчи Галинăпа Александр Семьянинсем хăйсене телейлисен шутне кĕртеççĕ.Туй пулнăранпа пилĕк çул çитнĕ кăçал. Зойăпа Вячеслав Ошковсем вара çирĕм пиллĕк çул пĕрле пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне ялан ăнланаççĕ.
Çемьесем хăйсен пурнăçĕпе туллин паллаштарчĕç.