Сывлăх ĕçченĕсене хушса тÿленĕ
«Сывлăх» наци проектне пурнăçлассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. «Ача çуратмалли сертификат» программăпа килĕшÿллĕн иртнĕ тăватă уйăхра 80 сертификат панă. Хушма-укçа тенкĕ 262 пин тенкĕ илнĕ. Çав шутран 86,5 пин тенкипе хĕрарăм консультацийĕнче тата акушери уйрăмĕнче ĕçлекенсене ĕç укçи тÿленĕ çĕрте усă курнă. Çавна май акушер-гинеколог врачсен ĕç укçине 6286 тенкĕ, акушерсемпе медицина сестрисенче – 1003, кĕçĕн медицина персоналăнне – 312, пĕчĕкрех специальноçлă врачсене 355 тенкĕ ÿстерме май пулнă.
Пĕрремĕш звенори сывлăх ĕçченĕсене – 10 врача тата 15 медицина сестрине иртнĕ тăватă уйăхра 397,5 пин тенкĕ хушса тÿленĕ.
Участок службинчи врачсен ĕç укçийĕ вăтамран 8236 тенкĕ, вĕсемпе пĕрле ĕçлекен сестрасен 4198 тенкĕ ÿснĕ.