Ĕçпе кану юнашар
Çурхи ĕçсем вĕçленнĕ хыççăн районти хуçалăхсенче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ ирттересси йăлана кĕрсе пырать. «Шумшеваши» хуçалăх ĕçченĕсем те çак кунсенче уява пуçтарăнчĕç. Ял ĕçченĕсене ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă ирттернĕ ятпа хуçалăх ертÿçи М. Семенов, Шĕмшеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Марков тата ыттисем те саламларĕç. Ĕçре палăрнă механизаторсем, выльăх-чĕрлĕх пăхакансем, бригада ĕçченĕсем парнене тивĕçрĕç.
Чăваш эстрада юрăçисем Сергей Павлов, Стас Владимиров, Надежда Заводскова, Алексей Шадриков илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Спорт вăййисенче те тупăшрĕç ял çыннисем.
"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета