Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Диагностика оборудованийĕ çĕнелет

«Сывлăх» наци проектне  пурнăçлассипе ĕçсем сарăлса пыраççĕ. Унăн «Пуçламăш медицинăпа санитарии пулăшăвне аталантарасси» çул-йĕрĕнче сывлăха сыхлас енĕпе ĕçлекен муниципале учрежденисене диагностика оборудованийĕпе тивĕçтересси уйрăмах паллă вырăн йышăнать.

Çавна тĕпе хурса, Элĕкри тĕп больницăра виçĕ датчиклă ультрасаслă диагностикин аппарачĕ туяннă та. Çавăнпа малашне, республика учрежденийĕсене каймасăрах, чĕре, тин çеç çуралнисен пуç мимин тата ытти органсен УЗИ-не вырăнтах ирттерме пулĕ.

Кăçал, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 3 каналлă электрокардиографсем 3 единица, çавăн пекех лаборатори оборудованийĕ тата çĕнетнĕ рентген установки 3 единица килмелле

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2006
00:00
Поделиться