Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Экзамен пĕлĕве тĕрĕслет

Вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Вун пермĕшсемшĕн  умра тепĕр хĕрÿ тапхăр – экзаменсем. Пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекенсем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсене хăш предметпа тытассине малтанах палăртнăччĕ. Химипе обществознани предмечĕсемпе хăйне евĕрлĕ тĕрĕслев иртрĕ. Химипе 8 вĕренекен экзамен тытрĕ. Вĕсенчен 37,5 проценчĕ «тăваттă» илнĕ пулсан, 62,5 проценчĕ – «виççĕ». Обществознанипе 32 шкул ачи хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Экзамена хутшăннисен 37,5 проценчĕ «пиллĕк» паллă илнĕ, 53,1 проценчĕ – тăваттă, «виççĕ» илнисен шучĕ ултă процентран иртет. «Иккĕ» паллă çаклатнисем те çук мар. Елена Матвеева, Евгений Чернов, Андрей Порфирьев (Элĕк шкулĕ) – чи пысăк балсем пухма пултарнă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2006
00:00
Поделиться