Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хĕр ача эмел курăкĕ пухать

 

Райпо кашни çулах халăхран эмел курăкĕсем йышăнать. Пĕлтĕр ку хаклă чĕр тавара 30 тоннăна яхăн хатĕрлеме плтарнă. Кунта Вутлан шкулĕнче çиччĕмĕш класра вĕренекен Аня Багрова тÿпи те пур, вăл иртнĕ çулта пĕр тоннăна яхăн типĕтнĕ курăк райпона леçнĕ. Çак кунсенче шкулти савăнăçлă линейкăра ку пархатарлă ĕçре хастар пулнăшăн ăна Мухтав тата карас телефонĕ парса чысларĕç.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2006
00:00
Поделиться