Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Райпо пĕрремĕш вырăна тивĕçнĕ

 

Райпо тытăмĕнче пысăк йăш вăй хурать. Кунта тĕрлĕ продукци кăларакансем, сутуçăсем пархатарлă ĕç тăваççĕ. Хатĕрлев ĕçĕсем те кал-кал пыраççĕ.

Пĕр ĕмĕтпе вăй хуракан коллектив малалла талпăнать, ÿсĕмсем тăвать. Район кооператорĕсем пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсемпе Раççей шайĕнче те пĕрремĕш вырăна тухрĕç.

Райпо ĕçченĕсене Центросоюз ертÿçи Ермаков ăшшăн саламланă, малашне те ÿсĕмсем тума ăнăçу суннă.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
03 июня 2006
00:00
Поделиться